Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Курсамччӗ мана - ТИН ушкӑн

Авторсем: Николай Казаков, Борис Чиндыков

Утатӑн пӑхмасӑр йӗри-тавралла
Иртетӗн курмасӑр каллех эс мана
Пӗлместӗп мӗскер шутласа тупмалла
Курсамччӗ мана.
Кулатӑп чи хыттӑн хӗрсем хушшинче
Пыратӑп вылянчӑк яш каччӑсемпе
Тӑратӑп пуҫхӗрлӗ урам варринче
Курсамччӗ мана.

Хушса юрламалли:
Ну мӗскер-ха курмастӑн ҫаплах эс мана
Ну мӗскер тутарасшӑн тата эс мана
Тен сырас юриех сан валли ҫӑпата
Ну ӑҫтан персе антӑн армак тунката.

Пулса тен тӑрас-и шыври вутӑшпи
Е тен сиккелес-и пулса якӑлти
Пырса манн тирес-и сана ҫамкунтан
Курсамччӗ мана.
Пӗлместӗп мӗскер шутласа тупмалла
Пырса тен сана аллунтан тытмалла
Е пуҫ каҫӑртса пӑрӑнса утмалла
Курсамччӗ мана.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

reflejo тӳрлетнӗ, информацие 2006-01-13 01:15:30 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3596 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем